Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Чулкас ял тӑрӑхӗ

Ял пурнӑҫӗ

Вӑрмар районӗнчи Чулкас ял тӑрӑхӗнче ял урамӗсене юсас тӗллевпе юлашки вӑхӑтра самай ӗҫ пурнӑҫланине пӗлтереҫҫӗ вырӑнтисем.

Асӑннӑ ял тӑрӑхӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, укҫана вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ҫулсене тӗпрен юсама тата тытса тӑма уйӑракан субсиди шучӗпе майлаштараҫҫӗ.

Кӑҫал хӑш ялсене юсанине асӑнса кайман та, анчах ӳкерчӗк тӑрӑх хакласан ӗҫлени куҫкӗрет.

Чулкас тӑрӑхӗнчи ялсенчи ҫулсене юсама «Стройтранс» текен обществӑна суйланӑ-мӗн.

Сӑнсем (32)

 

Кивӗ Вӑрмар пӗвине юсаҫҫӗ
Кивӗ Вӑрмар пӗвине юсаҫҫӗ

Кивӗ Вӑрмар пӗвине епле юсанине тӗрӗслесех тараҫҫӗ — ӗнер, юпан 25-мӗшӗнче ӗҫсем епле пынипе Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Константин Никитин, ҫурт тӑвӑмпа халӑх усӑ куракан инфраструктурӑн аталану пайӗн ертӳҫи Александр Тихонов тата Кивӗ Вӑрмар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Борисов паллашнӑ.

Пӗвене «Стройсервис» ТМЯО юсать. Ку ӗҫе тума вӑл уҫӑ аукционра выляса илнӗ. Килӗшӳ тӑрӑх «Стройсервис» пӗвен шахтине тата тӗкӗлесе тӑракан юпасене тӗпрен юсамалла, ҫавӑн пекех шыв управӗн валне ҫирӗплетмелле. Организацин маҫтӑрӗ Дмитрий Геннадьевич шантарнӑ тӑрӑх пур ӗҫе те планпа туса ҫитерме тӑрӑшӗҫ.

Ҫак кунах ӗҫлӗ ушкӑн Чулкас ял тӑрӑхӗнчи Ямпай ялӗнче ҫутӑ кӗртесси епле пынипе паллашнӑ. Чӳк уйӑхӗнче Ҫамрӑксен урамӗнче «ЭнергоСетьСтрой» ТМЯО ҫутӑ пуласса шантарать.

Сӑнсем (24)

 

Паянхи кун ялсенчи чи пысӑк ыйтусенчен пӗри вӑл — урамри ҫул. Чылайӑшӗн хуҫалӑхра ҫӑмӑл машин пур — вун-вун ҫул каяллахи пек пыльчӑк ҫӑрса ҫӳремеҫҫӗ пулин те, асфальт ҫул хывасси таранах халӗ те лару-тӑру лайӑхланайман. Хӑнана килсе каякансем валли те лакӑмлӑ ҫулсем килӗшсех каймаҫҫӗ. Ял хапхи таран хытӑ такӑр ҫул ҫитет пулсан та урамӗсенех кӗмест ҫав вӑл — лавкка ҫывӑхне ҫеҫ тӑсӑлма пултарать.

Ҫавах, вырӑнти халӑх та, пуҫлӑхсем те, ҫул ыйтӑвне кӑшт та пулин лайӑхлатас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Кам мӗнле пултарать, ҫавӑн пек ыйтӑва татса парать: пӗрисем ванчӑк кирпӗч сараҫҫӗ, теприсем — вак чул.

Ак, Вӑрмар районӗнчи Чулкас ял тӑрӑхнех илес — кунта кӑҫал ялти чылай урама чул сарчӗҫ: Кавӗ Мӑнтӑрта — Ленин урамӗнче, Ямпайра — Ленин тата Симӗс урамӗсенче, Чулкасра — Шкул тата Чкалов урамӗсенче. Ӗҫе халӑх хӑйех тӑвать — чулне турттарса килмелле ҫеҫ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.04.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 27

1911
113
Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ.
1918
106
РСФСРти Наркомнац ҫумӗнче чӑваш уйрӑмӗ йӗркеленнӗ.
1950
74
Кубашина Лидия Михайловна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ.
1978
46
Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй